Юратап эп сана. Аскольд Де Герсо
Чтение книги онлайн.

Читать онлайн книгу Юратап эп сана - Аскольд Де Герсо страница 11

СКАЧАТЬ умĕн хуть ăçта та тĕркĕш пулать, Çимунăн та ĕçĕнче çавăн пекех килсе тухрĕ. Ĕç туни те çук, шавĕ вара… Пурте праçнике хатĕрленеççĕ те, офис ĕçченĕсем вара ытларах хĕрсем. Çимун мĕнле килне лекме чăтăмсăррăн васкасассăн та, арăма парнепе тĕлĕнтерес шутпа, унăн куçĕсенче тĕлĕнтерÿ туйăма сăнас тесе, çавах та сакăр сехет çитмесĕр тухмарĕ.

      Ĕç кунĕ вĕçленсенех машна çине ларчĕ те мотора хускатрĕ. Тепĕр çур сехет, вăл килте те пулать. Савăнăçлă туйăм! Çимун хуть хăçан та васкамасăр, типтерлĕн суйлать парнене. Кашнинчех вăл тĕлĕнтермелле парнесем тыттарать арăмне, Даша та хапăлласа савăнса йышăнать вĕсене, тирпейлĕн упрать.

      Çимунăн хваттер уççи пур та, çавах та хальхинче вăл унпа усă курма васкамарĕ. Унăн ятарласа шăнкăравлас килчĕ, Даша хăй аллипе хăй уçтăр тесе. Вăл хăйсен хутне çитрĕ те алăк шăнкăравĕн тÿми çине пусрĕ. Анчах та никам та васкавлăн алăка уçакан пулмарĕ. Кăмăл кимелсе кайрĕ, çĕтрĕ. Ăçта пулма пултарать Даша?

      Алăка хăйĕн уççипе уçрĕ те шалалла иртрĕ, ваннăй пÿлĕмĕнчен шыв шăнкăртатни çитрĕ хăлхине. Арăмĕ ваннăй пÿлĕменче чухенет иккен, пĕр умкай темĕнле юрă юрлать. Кашнинчех çапла вăл, чÿхенет, çавăн май юрă шăрантарать. Çмун алăк патне çывхарчĕ те, алăка кăшт çеç уçса:

      – Чунăм, эсĕ часах-и, – тесе ыйтрĕ.

      – Часах, – хирĕç чĕнчĕ арăмĕ.

      Çимун парнене кăларчĕ, хуплашкине салтрĕ те сĕтел çине вырнаçтарас терĕ çывăракан пÿлĕмре. Анчах та… Пÿлĕн алăкне уçрĕ кăна, хытса кайрĕ куç умне тухнинчен. Сĕтел çинче унăнни пекех арча ларать. Пĕтĕмпе ун йышшиех!

      Çимунăн куçĕнче хуралса кайрĕ, савăнăçлă туйăм çавăнтах сирĕлчĕ. Çырни те арча çинче, вăл курниех. Часах арăмĕн ура сассисем илтĕнчĕç. Çимун хăвăрттăн хăйĕн парнине кравать айне чикрĕ.

      – Манăн парнене сăнатăн-и? – ыйтрĕ Даша çĕкленÿллĕн, ара, халĕ çеç чÿхенсе тухрĕ те, кăмăл çуллĕ шайра. – Куна паян ĕçре праçник ячĕпе парнелерĕç.

      – Ĕçре? – çиллесĕн ыйтрĕ вăл, ара, аса килчĕ-çке мĕнле вăл çунатланса киле ĕçрен васкани, арăмне савăнтарас шутпа. Вăт, вĕçсе ÿкрĕ те! Вăт, Ухваниç! Вăт вĕри çĕлен!

      – Мĕскер вара апла мар? Сана килĕшмест-и? Ку вĕт эпĕ ĕмĕтленнĕ арча, астăватăн-тăр суту-илÿ ценрĕнче, парнесен уйрăмĕнче вăрах вăхăтччен сăнаса тăтăм ăна, пăрахса кайма хал çитермесĕр. Манăçрăн та-и?

      Мĕскер калас? Астăвать ĕнтĕ, питĕ аван астăвать. Астăвать çакă арча хакне те. Ку йышши парнене ĕçре никам та парнелес çук. Ун йышши парне мар. Хăй мĕскер хăтланнине тавçăрса çитермесĕрех, шкаф патне çывхарчĕ те, шалтан курткăна илсе тумланчĕ.

      Тумланчĕ те çав-çавах хăй хăтланăвне тавçăрса çитермесĕр тула тухрĕ, алăка та хыçĕнчен уçă хăварса. Мĕншĕн çавăн пек хăтланчĕ? Даша аптраса тăрса юлчĕ пÿлĕмре йĕпе çÿçĕсемпе. Хыçĕнчен çеç кăшкăрчĕ: Çимун! Эсĕ ăçта каятăн?

      Чăннипе те, ăçта? Кайма унăн вырăн çук. Ашшĕ-амăшĕ ялта, тус-тантăшсем çукпа пĕрех. Кутăн таврăнма та кăмăл туртмарĕ. Ирччен хула тăрăх ярăнса çÿрерĕ. Ир çинчен, ыйхă çавăрмасăрах, Даша телефон шăнкăравланине илтрĕ:

      – Иванов СКАЧАТЬ